Муркаш районӗнчи Оринин ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем ҫӑвана сӑваплӑ вырӑн тесе шухӑшлаҫҫӗ, ӑна кирек хӑҫан та типтерлӗ тытса тӑма тӑрӑшаҫҫӗ тесе пӗлтереҫҫӗ унти ял тӑрӑхӗнче.
Чӑн та, ҫӑва картисене тирпейлессипе ҫулсеренех шӑматкунлӑхсем ирттереҫҫӗ. Кӑҫал та ҫак сӑлтавпах Мулкачкасси тата Ҫеменькасси ял ҫӑвисенче вырӑнта пурӑнакан хастарсем пухӑннӑ, хӑйсемпе пӗрле кашниех ӗҫ хатӗрӗсем илсе тухнӑ. Ҫынсем ҫӑвана хӑрӑк-туратран, ҫӳп-ҫапран тасатнӑ, ытлашши сарӑлса кайнӑ йывӑҫсене иртнӑ.
Мулкачкасси ҫӑви ҫинчи ҫурт юрӑхсӑра тухни ял халӑхне тахҫанах пӑшӑрхантарнӑ. Унта канӑҫ тупнисен тӑванӗсем пӗр шухӑшлӑ пулса укҫа пухма килӗшсе татӑлнӑ. «Восток» ял хуҫалӑх ертӳҫи Валентина Налимова хуҫалӑхри пахча ҫуртне куҫарса кайма ирӗк панӑ.
Мулкачкасси ҫӑви ҫинчи ҫурта ҫӗнетсе хута ярассипе тимлеҫҫӗ. Ку ӗҫе йӗркелесе ертсе пырассине Мулкачкассинче пурӑнакан, ҫак ял старости, депутатсен районти Пухӑвӗн депутачӗ В.А. Калинин хӑй ҫине илнӗ. Ӑна пулӑшаканӗсем — ялта пурӑнакансемех: Николай Галкин, Юрий Галкин, Аркадий Иванов, Виталий Ефремов, Вячеслав Калинин.
Республикӑра тухса тӑракан хаҫатсенчен пӗрисен, «Взятка» тата «Самана» ятлисен, редакторне Эдуард Мочалова иртнӗ уйӑхӑн 9-мӗш каҫхине хӗненине эпир пӗлтернӗччӗ. Ку хыпара эпир anticor_21 блогер ҫырнинчен илнӗччӗ.
Anticor_21 блогер халӗ тата тепӗр хыпар пӗлтерет. Унта Эдуард Мочалова хирӗҫле черетлӗ хутчен пуҫиле ӗҫ пуҫарнине каланӑ. Ӑна ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи шалти ӗҫсен пайне дознаватель ыйтса пӗлме чӗннӗ-мӗн. Кайран вӑл следстви управленине кӗрсе тухнӑ иккен. Ҫавӑн чухне вӑл ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине пӗлнӗ. «Взятка» редакцине тапӑннисен тата Эдуард Мочалова хӗнекенсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ, мӗншӗн тесен пӑтӑрмаха Мочалов хӑй пуҫарнӑ имӗш.
Муркаш районӗнче ҫамрӑк армеецсен «Зарницӑпа» «Орленок» ҫарпа патриотизм вӑййисене уҫнӑ чухне ялава пӑтраштарса янӑ. Пӑтӑрмахӗ ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнчех сиксе тухнӑ пулин те тӗнче тетелӗнче ку темӑна паян та сӳтсе яваҫҫӗ.
Районти шкул ачисене пухса ирттерекен ҫак мероприятие Раҫҫейӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, депутачӗ кӑна мар, вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ Алена Аршинова та, районти тӳре-шара та хутшӑннӑ.
Эдурад Мочалов ятлӑ вӑл тӑрӑхри хастар хӑйӗн блогӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, вӑйӑсене официаллӑ майпа уҫнӑ самантра Серби Республикин ялавне хӑпартнӑ.
Кун пек кӑлтӑк сиксе тухнишӗн Эдурад Мочалов район администрацийӗн пуҫлӑхне Ростислав Тимофеева, район пуҫлӑхне Игорь Николаева ятлать, намӑслантарса ӗҫрен кӑларса ямалла тесе вӑрҫать, патшалӑх элемне хисепе хуманни тесе хакланӑ май прокуратурӑн мера йышӑнмалла тесе шухӑшлать. Хыпара сӳтсе явнинче Станислав Упасси блогер: «Пӑтранчӑклӑ самана — кӑлтӑрмач-шоу самани...» — тесе лӑплантарма тӑрӑшнӑ. «Мӗн тумалла? Самани, ӗнте, халӗ ҫавнашкал — пӑтранчӑклӑ. Тарӑхни кирлӗх те мар. Хам, тейӗпӗр, кулӑш шайӗнче кӑна иртерме тӑрӑшатӑп», — ҫырнӑ вӑл комментарире.
Йӗкӗреш ҫут тӗнчене килни — сайра тӗслӗх. Нумаях пулмасть Муркаш районӗнчи Кашмаш ялӗнче пурӑнакан Александр Аркадьевичпа Ольга Кронидовна Зайцевсен ҫемйинче йыш хушӑннӑ — ҫут тӗнчене тӳрех икӗ ача килнӗ.
Мӑшӑр вӗсене питӗ кӗтнӗ. Ывӑлпа хӗр пӗр харӑс ҫуралнинчен пысӑкрах телей тата мӗн пур-ши? Ашшӗ-амӑшӗ тӗпренчӗкӗсем валли сайра тӗл пулакан ят шыраса тупнӑ: Еванжелина тата Максимилиан.
Муркаш районӗнче кӑҫал ку таранччен йӗкӗреш ҫуралман. Еванжелинӑпа Максимилиан — пӗрремӗш. Районти ЗАГС пайӗн специалисчӗсем ача ҫуралнине ӗнентерекен свидетельствӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ, парнепе хавхалантарнӑ.
Ҫак шӑматкун «Ирӗклӗх» хастарӗсем Муркаш тӑрӑхне ҫитнӗ. Ахаль мар, 174 ҫул каялла Шурча вӑрҫинче пуҫ хунӑ чӑвашсене асӑнма.
Шурча вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑк умне ҫитсе вӗсем чечек хунӑ, чӑваш халӑхӗн паттӑрӗсене асӑннӑ. Мероприятие хастарсем ҫамрӑк юман лартнипе вӗҫленӗ.
Аса илтеретпӗр, Шурча вӑрҫи — 1842 ҫулта пулса иртнӗ халӑх пӑлхавӗ. Вӗсем патша влаҫӗ йышӑнӑвӗпе килӗшменнипе пуртӑ-сенӗк йӑтса салтаксене хирӗҫ тухнӑ. Ку тӑрӑхри чӑвашсемпе ҫармӑссене тата тутарсене «обществӑлла запашка» текен саккун кӑмӑла кайман. Пурӗ 10 пин ытла ҫын патша йӗркине хирӗҫ тухнӑ. Халӗ Шурча ялӗнче обелиск тӑрать — ӑна паттӑр чӑвашсене халалласа совет саманинчен лартнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери музейсен кунне палӑртнӑ май Чӑваш наци музейӗ тата ун филиалӗсем ҫынсене тӳлевсӗр кӗртнине эпир пӗлтернӗччӗ. Муркаш районӗнчи Йӳҫкасси тӑрӑхӗнче Ф.С. Васильев музейӗ пур.
Ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче музейра Уҫӑ алӑксен кунӗ тата парне кунӗ иртнӗ. Ҫак кун музея кашниех тӳлевсӗр кӗрсе курма пултарнӑ. Ял ӗҫченӗсем музей ертӳҫи Н. Яковлева ирттернӗ экскурсие интересленсех итленӗ, хӑйсем кӑмӑллӑ пулнине пытарман.
Хӑнасем пушӑ алӑпа килмен. Вӗсем музея тата темиҫе экспонатпа пуянлатса хӑварнӑ тесе пӗлтерет аваллӑх управҫин пуҫлӑхӗ Н. Яковлева пӗлтернӗ. Унта, сӑмахран, Кивӗ Матьӑкри Афган вӑрҫин паттӑрӗ Юрий Тарасов ҫитӗннӗ сӑпка музейра вырӑн тупнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьесем валли ҫурт лартмашкӑн Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн архитектура тата хула строительствин управленийӗ ҫуртсене тумалли проектпа смета документацине хатӗрлемешкӗн подрядчик палӑртать.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче 8,5 гектар ҫӗр уйӑрнӑ. Вӑл районӑн хӗвеланӑҫ енче вырнаҫнӑ. Ку лаптӑкра 102 ҫемье валли пӳрт тума палӑртнӑ.
Лаптӑка хатӗрлеҫҫӗ ӗнтӗ: инженери сечӗсене илсе ҫынсене параҫҫӗ. Ҫуртсене ҫемьесен хӑйсен лартма тивӗ.
Сӑмах май, Шупашкарта пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьесене унччен Муркаш районӗнче те панӑ. Унта 800 яхӑн ҫемье валли лаптӑк тупӑннӑ.
Муркаш районӗнчи Купӑрля ялӗ паян хӑнасемпе тулчӗ — Николай Никольские сума суса республикӑран та ун тулашӗнчен те сахал мар ҫын ҫитрӗ.
Чи малтанах хӑнасене Ваҫкасси ялӗнчи музейпа тата вулавӑшпа паллаштарчӗҫ. Унтан хӑнасем Николай Никольскийӗн тӑван ялне — Купӑрляна ҫул тытрӗҫ. Кунта «Хыпар» издательство ҫурчӗҫ ӗҫтешӗсем хаҫата пуҫарса яракана ырӑ сӑмахпа асӑнчӗҫ, сӑмах каланӑ хыҫҫӑн чечек хучӗҫ. Вырӑнтисем хӑнасем валли кӗске программа та хатӗрленӗ — юрӑ юрларӗҫ, ачасем сӑвӑ каларӗҫ.
Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗ ҫу уйӑхӗн 19-мӗшне Чӑваш гуманитари ӑслӑлӑхӗсен кунӗ пек палӑртать, ҫавна май вӗсем паян Муркаш тӑрӑхӗнче «Халӑх медицини» ятпа ҫавра сӗтел ирттерчӗҫ. Вӑл кунтах, паркрах, уҫӑ сывлӑшра иртрӗ. Мероприятие шӳрпепе хӑналанни вӗҫлерӗ.
Сӑмах калакансем тӗрлӗ сӗнӳсем пачӗҫ: Чӑваш гуманитари ӑслӑлӑхӗсен кунне официаллӑ майпа ҫирӗплетме, Купӑрляри Никольский паркӗнче академиксемпе ял ҫыннисене пухӑнма уйрӑм ҫурт туса лартма. Сценӑпа куракансене ҫумӑр айне лекесрен пӗр-пӗр тӑрӑ вырнаҫтарсан лайӑх пулассине пӗлтерчӗҫ.
Муркаш районӗнчи Москакасси ял тӑрӑхӗн территорийӗнче вырнаҫнӑ ҫӗр лаптӑкӗсенчен пӗрне, пурӗ 529830 тӑваткал метра, Ҫӗнӗ Шупашкара пама йышӑннӑ. Кун пирки калакан ӗҫлӗ хута республикӑн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин ӗнер алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. 324-мӗш номерлӗ хушӑва премьер-министр алӑ пуснӑ, паян ӑна Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ сайтӗнче, Министрсен Кабинечӗн страницинче, вырнаҫтарнӑ.
Патшалӑхӑн пурлӑхӗ шутланнӑ ҫӗре Ҫӗнӗ Шупашкара муниципалитет харпӑрлӑхне парассине «О Кабинете Министров Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ ҫинчен) республика саккунӗн 14-мӗш статйипе килӗшӳллӗн йышӑннине пӗлтернӗ.
Асӑннӑ 529830 таткал метр лаптӑк ҫӗрӗн кадастр номерӗ — 21:17:000000:4797.
Ҫӗре ҫӗнӗ шупашкарсем мӗн тӗллевпе усӑ курассине йышӑнура каламан.
Муркаш районӗнчи Москакассинчи Культура ҫуртне пурнӑҫ ҫулӗпе алла-аллӑн чылай ҫул килӗштерсе те юратса утакан ҫемьесене йыхравланӑ. Ҫак ҫемьесен шутне 10 ҫултан пуҫласа 55 ҫулччен пурӑнакан ҫемьесене кӗртнӗ. Тӗлпулӑва пурӗ 14 ҫемьене йыхравланӑ, вӗсенчен ҫурри пыма кӑмӑл тунӑ.
Вӑрманкас Хачӑкри Алинӑпа Сергей Федоровсем 10 ҫул пурӑнаҫҫӗ, Ахмане ялӗнчи Лилийа Николай Шариковсем — 15 ҫул, Ҫӗлеменкассинчи Нинӑпа Николай Кошкинсем, Мӑрсакри Лилийӑпа Николай Потряковсем — 45 ҫул, Анаткас Хачӑкри Светланӑпа Анатолий Степановсем – 50 ҫул, Ситуккассинчи Зойӑпа Асколон Максимовсем, Москакассинчи Зойӑпа Демьян Степановсем — 55-шар ҫул.
Вырӑнтисем уяв ҫав тери кӑмӑллӑ иртсе кайнине, телейлӗ мӑшӑрсем уява йӗркелекенсене тав сӑмахӗ каласа килӗсене тулли кӑмӑлпа саланнине пӗлтересҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |